Манăн юратнă асанне

20 Февраля 2017

        Эпӗ 7-мӗш класра вӗренетӗп. Мана асатте ячӗпе Иван тесе чӗнеҫҫӗ. Эпир килте пиллӗкӗн пурăнатпăр: атте, анне, Катя йăмăк  тата манăн юратнă асанне. Манăн асаннене  Ярусова Валентина Александровна тесе чӗнеҫҫӗ. Вăл 1936 ҫулта ҫуралнă.  Асаннене эпир питӗ юрататпăр.  Пирӗн асанне ырă кăмăллă, ӗҫчен  хӗрарăм.  Каҫсерен вăл чăлха-нуски ҫыхать.  Пӗррехинче эпӗ унран хăйӗн ачалăхӗ ҫинчен каласа пама ыйтрăм. Асанне пӗр хушă чӗнмесӗр  ларчӗ те ассăн сывласа илчӗ. Ҫăмăл пулман асаннен ачалăхӗ. Тăхăнмалли пулман, ҫимелли те пулман. Ура тăхăнмалли пулман пирки ҫара уран ҫÿренӗ. Асаннен ашшӗне салтака илсе кайнă. 1943-мӗш ҫулта асаннен ашшӗ хыпарсăр ҫухални ҫинчен  ҫыру килнӗ.
        Асанне пěрремěш класа кайнине те ас тăвать-ха. Пěрремěш класра  2 уйăх вěреннě хыççăн Нина Васильевна ăна иккěмěш класа куçарать. Вара иккěмěш класра нимěн те пěлменнипе 2 çул ларма тивет. Кайран вара чиперех вěренсе кайнă, виççěмěш класа та куçарнă. Тăваттăмěш класра вěсене Аполинария Петровна вěрентнě.Пиллěкмěш класра тěрлěрен учитель пулнă: вырăс чěлхипе Полина Платоновна вěрентнě, математикăпа- Тимофей Михайлович, географипе-Ираида Матвеевна, ботаникăпа-Мария Ларионовна, акăлчан чěлхипе-Яков Ефимович, чăваш чěлхипе- Мария Васильевна. Çичě класс пěтерсен саккăрмěш класа каяс ěмěт те пулнă асаннен, Дмитрий Трофимович вěренме илме пулнă, анчах вăл шăрш лексе вилнě. Аркадий Степанович асаннене шкула илмен: «Сан пек вăрçă ачисем нумай кунта»,-тенě. Аслисем 70 тенкě тӱлесе вěренсе тухнă. Ун чухне вěреннěшěн укçа тӱлемелле пулнă. Амăшě асаннене вěрентеймен.
        Мăн кун уявě - питě кěтнě уяв пулнă. Амăшě мăн кунта пир тěртсе кěпе çěлесе панă. Çăмарта çини те асра юлнă. Ытти чухне çăмарта çитермен. Урамсенче ярăнчăк хунă. Ача-пăча, çамрăксем ярăнчăк патěнче хěвěшнě.Ваттисем урама тухса ларнă. Çамрăксем каçхине вăййа тухнă, купăс каласа ташланă, юрăсем юрланă, вылянă. Купăсне Семенов Ванюç, Терентьев Ваньки, Пашков Коли каланă. Çимěкре ваттисене асăннă, Троицăра пухăва кайнă. Ташлама тухмасан хулăпа çаптарнă. Хěлле улах ларнă: нуски-чăлхаçыхнă, шăтăкла çыхнă.
    Асанне 16 çулта чухне ферма ěçлеме кěнě. Лукьянова Анна аппапа пăру пăхнă. Выльăх апачě çитмен, улăм çитернě. Йěтем тăрриневитнě улăма сӱсе илсе çитернě. Икě çултан ěне сма куçарнă. Ферма заведующийě Петров Михаил Петрович пулнă. Ĕне сăвакансем улттăн пулнă. Ĕнесене шăварма шывне лашапа турттарнă.  Шывне пире Петров Михаил Петрович тата Киселев Аркади турттарса панă. Выльăх тухтăрě Максимова Галина Ивановна пулнă, совхоз председателě-Юлия Григорьевна.
        Асаннесене  ěне сума, пăрулаттарма вěрентнě; экзамен та тыттарнă. Асанне экзамен аван тытнă, каярах хăй те экзамен тыттарнă. Каярах манăн асаттене те ěне сума илнě. Вăл 12 çул ěçленě. Ĕне сунă чухне шурă халат тăхăннă, апат пама- хура халат. Фермăра асанне 36 çул ěçленě. Ĕçленěшěн укçа та паман. Кун шучěшěн ěçленě.
        Вăрçă вăхăтěнче пурăнма уйрăмах йывăр пулнă. Крахмал çинě, вěлтěрен яшки çинě. Çуркунне уя  çěр улми пуçтарма кайнă. Вара çав крахмалран пашалу пěçерсе çинě. Вутă та пулман.

                                       2017 çулта Ярусов Иван Ярусова Валентина Александровнăран çырса илнě.

Возврат к списку

Написать нам