Кукамай, каласа парсам мана…

26 Февраля 2017

        Хамăн сочинение эпĕ кукамай каласа панă аса илÿсенчен пуçласшăн. Манăн кукамай Ленькова Валентина Григорьевна ятлă. Вăл 1939 çулта илемлĕ хĕллехи каç, кăрлачăн 20-мĕшěнче Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Чĕнер ялĕнче çуралнă. Кĕскен, мăн кукамай пурнăçĕ çинчен те каласа парас килет. Мăн кукамай Ксени ятлă пулнă. Çемьере виççĕн ÿснĕ вĕсем – Варвари, Марье, Иулита. Варвари Çĕн Куснарта, Марье-Карачра.  Иулита мăн кукамайпа пĕрле пурăннă. Кукамайăн амăшĕ шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Иулита качча кайман чипер хĕр пулнă. Вăл Кěçěн ачисене: Кольăпа Вальăна пăхса пурăннă. Ачасен ашшĕ военнăй пулнă, çавăнпа та киле час-часах килеймен.. Ĕлĕк- авалах ялсем тăрăх килĕрен киле кĕрсе апат çимĕç пуçтарса çÿренĕ. Çăмарта, сĕт-çу, çăнăх-кĕрпе тăпăлтара-тăпăлтара килтен илсе тухнă. Пĕррехинче ачасем кил еннелле палламан хăрушă çын утнине сăнанă. Çак ар çынран хăраса алкум алăкне тухса çаклатнă. Чăнах та, ырă шухăшсемпе пулман çын, вăл алăкран пĕр чарăнми хыттăн шаккаса тăнă. Килте ним  çимелли те парса ямалли  пулман. Вара манăн мăн кукамай Кçени айкинчи чÿречерен сиксе тухса Чĕнертен Çĕн Куснара Варвари патне çуран тухса чупать. Çак ялсем хушшинче çичĕ çухрăм пулнă. Вунă çăмарта илсе каялла киле, ачисем патне чупнă. Ачасем çапах çав шаккакан çынран пытанса ларнă, лешĕ те ниçтата каймасăр пÿрт умĕнчех тăнă… Пĕррехинче ăшă, лăпкă çуллахи кунра ачасем урамра пуçтарăнса вылянă. Хальхинче вĕсен пĕчĕк йăмăк- Юлия пур. Вăл - кăкăр ачи. Çĕр çине утиял сарнă та, йăмăкне вырттарнă, хăйсем пуканепе тата шак чулла выляса савăннă. Пуканене хитре тутăр çыхтарнă, пÿрнесемпе хуçлата-хуçлата çакăн пек юрă юрланă:
        «Атя, Ванюк урама, унта сана чĕнеççĕ
        Миша, Анна, Микули вылямашкăн чĕнеççĕ.
        Малтан выляр лапталла .
        Унтан вара лашалла…»

     Çав вăхăтра пĕчĕк Юлия çумне йытă ами пырса выртнине ачасем сисмен те ачасем. Çак пĕчĕк ача йытăн чĕччине шыраса тупнă та ĕмсе выртнă…. Ÿссен Юлия аппа почтăра вăй хунă. «Мана йытă çыртмасть», -тетчĕ вăл йăл кулса, хапха патĕнче йыт вĕрнине илтсен.
            Ачасем ÿссе çитсен шкула кайма пуçланă. Ĕлĕк апат енчен йывăр пулнă, çавăнпа та шăнтсан шăннă çĕр улмине пуçтарма уй-хире ирĕксĕр çÿреме лекнĕ. Шăннă çĕр улмине килте ирĕлтернĕ, тÿнĕ, вĕтетнĕ, çăнăхпа тăварпа хутăштарса чуста çăрнă, пашалу пĕçернĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра апат килтен илсе çÿренĕ. Кукамайăн юлташ хĕрачи вара шкула хура çăкăр илсе пынă. Пĕчĕк Вальăн питĕ хура çăкăр çиес килнĕ, юлташ хĕрачин - шурри. Вĕсем вара çăкăра пĕр –пĕринпе вăрттăн ылмаштарса парта айĕнче никам курман чухне чĕпěте- чĕпěте çинĕ.
           Кашни ача мĕн те пулин пуçтарма юратать. Конфет хучĕсем яланах илĕртÿллĕ. Вĕсене пухсан мĕн те пулин ăсталама пулатех. Çапла тунă та манăн юратнă кукамай хăйĕн тантăшĕсемпе. Конфет хучĕсенчен чечексем тунă, унтан пуç кăшăлĕ хатěрленĕ. Пĕррехинче ялти ачасем пĕрле пуçтарăнса концерт ирттерме шухăш тытнă. Урам тăрăх чупса килěрен киле: «Каçхине концерт пулать", -тесе йыхравланă ачасем. Каç çитсен ял халăхĕ концерта васканă. Вĕсем пĕрене çине ларса тухсан, ача- пăча пуç кăшăлĕ тăхăнса юрласа, ташласа катартнă. Пĕр юррине юрласа пачĕ мана кукамай:
        1.Кай, кай Ивана!
          Ма каймастăн Ивана?
          Кай, кай Ивана!
          Ма каймастăн Ивана?
          Унран лайăх пуян каччă ялта тупаймастăн!
        2. Сара кайăк ма пултăм?
          Турат çине ма лартăм?
          Сара кайăк ма пултăм?
          Турат çине ма лартăм?
          Анне мана кайăк тесе Ивана сутасшăн!
          Анне мана кайăк тесе Ивана сутасшăн!
        3. Кай, кай! - темесен те, хам та кайма пĕлетĕп.
           Мана савать, мана илет комсомолец Хеветер.
           Çĕнĕ çул кĕтсе илме пĕр-пĕр шăпăра конфет хутĕнчен тунă чечексемпе илемлетнĕ. Çапла иртнĕ ачалăх манăн кукамайăн.
           Эпĕ ĕлĕк–авал епле пурăнни çинчен питĕ итлеме юрататăп, çавăнпа та эпĕ кукмайран час-часах унăн пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлетĕп. Акă пĕррехинче хĕллехи каç тĕпелте вырнаçса ларсан ыйтрăм: «Кукамай, каласа парсам епле кукаçипе паллашрăн?»
     - Э-э-э, манукăм, итле - терě кукамай. «Эпĕ ÿссе çитсен Куславкка хулинче заводра ĕçлеме пуçларăм, мана юлташ хĕрсем Карач ялне вăййа чĕнчĕç. Унта манăн Юлия аппа  пурăнатчĕ. Халĕ вăл Санкт-Петербург хулинче пурăнать. Канмалли кунсем çитсен эпĕ пĕр шутламасăр Карач ялне кайрăм. Каç пулса çитсен, ăшă хĕвел пытанма пуçланă вăхăтра, хĕрсемпе пуçтарăнса вăйă картине юрла- юрла утрăмăр. Акă пĕр юррине юрласа парам:
        1.Урам аякки кăвак çеçке,
          Урам аякки кăвак çеçке те,
          Тайла, тайла татар-и те,
          Тайла, тайла татар-и?
        2.Иккас хĕрĕ те пĕр килсе,
           Иккас хĕрĕ те пĕр килсе те,
           Пухăна, пухăна выляр-и те,
           Пухăна, пухăна выляр-и?
        3.Çÿллĕ ту çине улăхсан,
           Çÿллĕ ту çине улăхсан та,
           Анас тесе ан калăр та,
           Анас тесе ан калăр.
        4.Çакă урама тухсассăн,
           Çакă урама тухсассăн та,
           Кĕрес тесе ан калăр та
           Кĕрес тесе ан калăр.

          Вăйă Карачпа Ягуньккă ялĕсем хушшинче çырмара иртнĕ. Халĕ унта кÿлĕ, тарăн çырма пулса ларнă. Яшсем хĕрсем хушшинче  маттур каччă куç тĕлне пулчĕ. Купăспа пит ăста калатчĕ вăл - Костя тесе чĕнетчĕç ăна. Херсемпе алла аллăн тытăнса карталанса ташланă, вăйă вылянă, такмаксем каланă, юрăсем юрланă:
        1.Линкка-линкка авкаланама,
          Юман хăма кирлĕ.
          Халь те юман, халь те юман,
          Тата юман кирлĕ.
        2.Ик аллăма сулкалама
          Кĕмĕл çĕрĕ кирлĕ,
          Халь те кĕмĕл, халь те кĕмĕл,
          Тата кĕмĕл кирлĕ.
        .3.Йăкăш-якаш шуçкалама
           Яка хăма кирлĕ.
           Халь те яка, халь те яка,
           Тата яка кирлĕ.
        4.Чуп-чуп Чуп тума
           Чипер ача кирлĕ.
          Халь те чипер, тата чипер.
          Тата чипер кирлĕ.

     Епле манса кайма пулать ачалăха, шкул вăхăчĕсене, тус - юлташа. Шкул пĕтерни миçе çул иртрĕ ĕнтě. Пĕрле вĕренекенсем ăçта, мĕнле пурăнни питĕ интереслĕ. Çавна май Кутемер шкулĕнче 1976 çулта 20 çул шкултан вĕренсе тухнă ятпа тĕл пулу пулса иртрĕ. Çак тěл пулăва Петр Осипов писатель те хутшăннă. Вăл Кутемер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Петр Осипов – артист, сĕрме купăсςă, композитор, тухтăр-терапевт… Çак пухуа вăл хăй çырнă кĕнеке роман-эпопея , «Элкей таврашě» кěнекене парнелерě. Хальхи вăхатра та кукамай нумай юрă пĕлет. Вăл ялти «Энěш»фольклор ушконĕпе тĕрлĕ концертсенче хутшăннă, вайă картинче ташланă. Ăна тав сăмахĕ каласа хисеп грамотисемпе чысланă. Кумайăн юратнă юррине те асăнса хăварас килет манăн:
Авăнать,авăнать ,улма йываç авăнать.
        Улми тулăх пулман пулсан,
        Авăнмастчě пулмалла.
        Савăнать, савăнать, манăн чунăм савăнать.
        Эсир кунта килмен пулсан
        Савăнмастче пулмалла
        Хумханать хумханать
        Тулă пусси хумханать
        Тулли тулăх пулман пулсан
        Хумханмастчĕ пулмалла.

      Кукамайпа калаçу пĕтернĕ хыççăн асанне епле пурăнни те мана кăсăклантарса ячĕ. Çавăнпа эпĕ тÿрех ун патне хăнана карăм. Манăн асанне Полина Филипповна Саперова 1951çулта кăрлачăн 14-мĕшенче Ягуньккă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере кĕçěнни пулнă.
     - Асанне, асанне, час-часах Карач пасарĕ çинчен калаçусем эп илтетĕп. Çавна май эп санран Карач пасарĕ çинчен каласа пама ыйтатăп, -терěм эпě. Вăл савăнсах мана каласа пама тытăнчĕ: «Тимлĕ итле. мăнукăм. Кашни эрнере шăмат кунпа вырсарни кун Якуньккă ялěнче пасар иртнě. Унта тутарсем Хусантан выльăх илме килнĕ, пĕр кун маларах хваттере  килсене вырнаçнă. Çăм пуçтарма Утартан лашасемпе васканă, çавна май вĕсем кăçатă, мăк,  сÿс сутма илсе килнĕ. Пасар хальхи универбаза магазинě вырăнĕнче икĕ ретпе вырнаçнă. Çумрах «Чайная» пулнă. Унта хĕллехи кунсенче кĕрсе ăшăнма, чей ĕçме, апат çиме пултарнă. Больница гаражĕсем вырăнěче выльăх-чĕрлĕх сутнă. Сутайман выльăха заготконторăна парса хăварнă. Халăх питĕ нумай çÿренĕ, çухалса каясран эпĕ аппа аркинчен тытăнса çÿреттĕм. Ĕлĕк килте телевизорсемпе радиоприёмниксем пулман, çавăнпа та кино пăхма эпир клуба çÿренĕ. Ачасем курма-5 тенкĕ тÿлесе кĕнĕ, аслисем валли 20 тенкĕпе билет туяннă. «Путёвка в жизнь», «Ключи от неба», «Свадьба в Малиновке», «Щит и меч» кинофильмсем кăтартнă. «Чапаев» киноран пĕтěм ял кисренсе тăнă, килĕштернĕ вĕсем çак кинона. «Человек амфибия» сеанса курса пĕтернĕ хыççăн ачасем: «Эй, моряк, ты слишком долго плавал!» килелле юрласа утнă. Шупашкар хуллинчен «Кай кай Ивана» спектакль кăтартама та килнĕ пирĕн яла. Савăнсах кураттăмăр чăваш спектаклěсене. Халь ěнтě килтех кино та, спектакль та куратпăр», - тесе вěçлерě асанне хăй сăмахне.

            Ленькова Валентина Григорьевнăран , Саперова Полина Филипповнăран  Саперова Руслана Эдуардовна ҫырса илнӗ.

Возврат к списку

Написать нам